2024 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 05-мĕшĕнчен пуçласа
раштав (декабрь) уйăхĕн 05-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литература кафедри «Юмах
патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне
ирттерчĕ. Конкурса «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектне
пурнӑҫа кӗртекен шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенчен 87 пултарулӑх ушкӑнӗ
хутшӑнчӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юмахӗсен тӗрлӗ
тӗсне кӑтартрӗҫ: йӑла юмахӗсем («Керменкке», «Тилӗ тус», «Ҫарӑк», «Лаша
шырани»), чӗр чунсем ҫинчен калаканнисем («Пукане», «Тилӗпе кашкӑр», «Уҫӑлма
тухнӑ Шӑши», «Чее мулкач»).
Ачасем кӑтартнӑ чӑваш халӑх юмахӗсем, литература
юмахӗсем («Кăмпа айĕнче», «Катемпи халапĕ», «Сиплевçĕ Айболит», «Тĕлентермĕш
курăк») кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ.
Ачасем выляса панӑ юмаха тата та илӗртӱллӗрех тума
ача садĕнче ĕçлекен воспитательсемпе музыка ертӳçисем информаципе коммуникаци
технологийӗпе усӑ курса видеороликсем хатӗрлерӗҫ.
Шкул ҫулне ҫитмен ача «Юмах патĕнче хăнара»
видеороликсен конкурсне хутшăнса тӑван чӗлхе техӗмлӗхне чухлама, юмах никĕсĕнчи
тĕп шухăша туйса илме вӗренет.
Чăваш Республикин Комсомольски муниципалитетăн «Асамат
кĕперĕ» 3-мĕш ача садне çӱрекен ачасем
те çак конкурса хутшӑнчӗç. Вĕсем И.Я.Яковлев
«Йăлăнтармаш» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ пьесăна (хатĕрлекенĕ воспитатель Никифорова
В.Н., видеоролик ӱкерекенĕ воспитатель Саванина Т.А.) выляса (автортан –Петров Иван, ашшĕ – Иванов Руслан,
йăмăкĕсем - Иванова Светлана, Лупова Юля, Юманкина Катя) иккĕмĕш вырăн йышăнма
пултарчĕç.
Эпир вĕсене саламлатпăр, малашне те çитĕнӱсем тума
ырă сунатпăр!