Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче
И.Я.Яковлева халалласа «Асамат кӗперӗ» ача сачӗнче ҫулсерен Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ку ҫул та уява аслӑ тата шкула кайма
хатӗрленекен ушкӑнсенчи ачасем пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв илемлӗ чӑваш кӗввине итленипе
пуҫланчӗ.Стена ҫинче пирӗн аслӑ ҫыннӑмӑр, вӗрентекенӗмӗр
И.Я.Яковлевӑн, К.В.Иванов поэтӑн тата хамӑр муниципалитетӑн ҫыравҫисен
портречӗсем пулчӗҫ. Вера Николаевна воспитатель ертсе пынипе ачасем И.Я.Яковлевӑн
биографипе, унӑн пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ.
Ҫак куна халалласа ачасем чӑваш сӑввисене
вуларӗҫ: К.В. Ивановӑн «Силпи ялӗнче» (вулаканӗ Есения А.), «Сентти» (вулаканӗ
Кира А.), Н.Ыдарайӑн «Юрпике» (вулаканӗ Софья М.), Лидия Саринен «Пукане» (вулаканӗ
Алиса Г.) сӑвӑсене куракансем тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Рома Т. тата Малика Г. шӑрантарнӑ «Кукаҫипе куками» юрӑ
пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ушкӑнпа пайланса «Суккӑр упала», «Пушӑ пӱртле», «Йӑвалла»
тата «Тӗрӗс каламалла» ятлӑ чӑваш вӑййисене выляни те ачасен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.
Аслисем ачасемпе куллен тӗл пулакан чӑваш сӑмахӗсене ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ: «асатте-асанне»,
«кукаҫи-кукамай», «атте-анне», «ырӑ кун пултӑр», «сывлӑх сунатӑп», «тавтапуҫ», «чипер
кайӑр» тата ытти те. Тупмалли юмахсене тупасси те ачасене кӑсӑклантарчӗ. Уява «Илемлӗ»
ятлӑ чӑваш юррипе вӗҫлерӗҫ.
Пухӑннисем уявран тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.
Авторсем: Никифорова В.Н., Молокова
Г.Ф.
Фотогалерея
"Чӑваш чӗлхи кунӗ" от 25.04.2024
Для улучшения работы сайта и его взаимодействия с пользователями мы используем файлы cookie.
Продолжая работу с сайтом, вы разрешаете использование cookie-файлов.
Вы всегда можете отключить файлы cookie в настройках вашего браузера.