2023 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа
раштав (декабрь) уйăхĕн 22-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литература кафедри «Юмах
патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне ирттерчĕ. Конкурса «Тӑван
чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектне пурнӑҫа кӗртекен шкулчченхи
вĕренӳ организацийĕсенчен 78 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.
Литература юмахӗсем тăрăх хатĕрленĕ (Николай Ишентей
«Çăмха», Геннадий Волков «Суяпа инçе каяймăн», Юхма Мишши
«Пукане» юмахсем) видеороликсем те пулчĕç. Юмахсене илӗртӱллӗрех
тума ача садĕнче ĕçлекен воспитательсемпе музыка ертӳçисем информаципе коммуникаци
технологийӗпе анлă тата пĕлсе усӑ курни савăнтарать.
Шкул ҫулне ҫитмен ача «Юмах патĕнче хăнара»
видеороликсен конкурсне хутшăнса тӑван чӗлхе техӗмлӗхне чухлама, юмах никĕсĕнчи
тĕп шухăша туйса илме вӗренет, пултарулăхне аталантарать.
Пултаруллисен ушкăнĕнче «Асамат кĕперĕ» 3-мĕш ача сачĕ Комсомольски муниципалитетăн
автономилле шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийě пулни малалла тата та тăрăшарах ĕçлеме
хавхалантарать.
Ачасене тата вĕсене хатĕрлекен воспитательсене Вера
Николаевна Никифоровăпа Татьяна Анатольевна Саванинăна саламлатпăр, малашне те çитĕнӱсем
тума халаллатпăр.
Для улучшения работы сайта и его взаимодействия с пользователями мы используем файлы cookie.
Продолжая работу с сайтом, вы разрешаете использование cookie-файлов.
Вы всегда можете отключить файлы cookie в настройках вашего браузера.