Кĕнеке çуртне экскурсине

Ачасене яланах çĕнни, тĕлĕнмелли пулăмсем, ыйтусем кăсăклантараççĕ. Вĕсем пурне те пĕлесшĕн, курасшăн, вĕренесшĕн. Анчах та ăслă çын пулма нумай пĕлмелле, кĕнекепе туслă пулмалла. Çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн аслă ушкăнри ачасем.

Çапла вĕрентӳпе воспитани планĕпе килĕшуллĕн шкула кайма хатĕрленекен ачасен икĕ ушкăнĕ район центрĕнчи кĕнекесен çуртне çитсе курчĕç. Кунта вĕсене ача-пăча библиотекин заведующийĕ Елена Петровна ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл ачасене кĕскен библиотека çинчен каласа пачĕ: кĕнеке – пелӳ çăл-куçĕ пулнипе, ăна мĕнле упрамаллине, кĕнекене çырăнса илсен вăхăтра тавăрса памаллине тата ытти те.

Çавăн пекех библиотека ку çул 70 çул тултарни çинчен те чарăнса тăчĕ. Ачасем тупмалли юмахсен тупсăмне тупса «сăпайлă» сăмахсене тепĕр хут çирĕплетрĕç, мультфильм курчĕç. Вĕсем сăпайлă сăмахсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнма май панине, кĕнеке ăс пухма пулăшакан çывăх юлташ пулнине тата ытти ăслă каларăшсене те тимлĕн итлесе ларчĕç, ăша хыврĕç.

Автор: Никифорова В.Н.