Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене халалласа Чăваш Республикин
вӗренӱ институчӗ 2022 çулхи раштав уйăхӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа 2023 çулхи кăрлач
уйăхĕн 9-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул саламĕ» акци ирттерчĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр,
Сурхурие уявларăмăр, чăвашла сăвă каласа, юрă юрласа тата салам çырăвĕ çырса
пĕр-пĕрне çирĕп сывлăх, çитĕнÿ, ăнăçу, телей, хавхалану сунтăмăр!
«Асамат кĕперĕ» ача
садне çӱрекен
Кузнецова Елизавета та акцие хутшăнчĕ.
Алина Петрова çырнă «Килсем, Çĕн çул!» сăвăн ике çаврăмне вуласа мĕн
пур çынсене
чĕререн çĕн
вăй
тата çĕн
телей сунчĕ.