Пултарулӑх ушкӑнӗсем лартнӑ юмахсем кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ

Пултарулӑх ушкӑнӗсем лартнӑ юмахсем кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ

2022 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕн 01-27-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литература кафедри «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне  ирттерчĕ. Конкурса «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектне пурнӑҫа кӗртекен шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенчен 78 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.

Наци культурин ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ тата ăса хывма çăмăлрах элеменчĕсем шутне юмах, юрă, вăйăсем, кӗвӗ, халăх пултарулăхĕ, йăла-йĕрке кĕреççĕ. Ачасем вĕсене кăмăлласа йышăнаççĕ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юмахӗсен тӗрлӗ тӗсне кӑтартрӗҫ: йӑла юмахӗсем («Керменкке», «Тилӗ тус», «Сармантей», «Ҫарӑк», «Лаша шырани»), чӗр чунсем ҫинчен калаканнисем («Пукане», «Тилӗпе кашкӑр», «Кашкӑрпа карчӑк», «Уҫӑлма тухнӑ Шӑши»),  асамлӑ юмахсем («Ҫил ачисем»).

Ачасем кӑтартнӑ чӑваш халӑх юмахӗсем, литература юмахӗсем (Николай Ишентей ҫырнӑ «Автанпа тилӗ», Николай Сутеев ҫырнӑ «Кӑмпа айӗнче»  юмахсем) кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, чуна тыткӑнларӗҫ.

Юмахсем кӑтартса шкул ҫулне ҫитмен ачасем чӑваш тумӗпе илӗртрӗҫ, тӑван чӗлхепе калаҫса чуна уҫрӗҫ,  юрласа-ташласа савӑнтарчӗҫ. Юмах темипе тӗп шухӑшне уҫма (ӑнкарулӑхпа ӑсра сӑнарлама пӗлнине палӑртма) чӑваш кӗвви, декораципе бутафори пулӑшрӗҫ.

 Ачасем выляса панӑ юмаха тата та илӗртӱллӗрех тума ача садĕнче ĕçлекен воспитательсемпе музыка ертӳçисем информаципе коммуникаци технологийӗпе усӑ курса видеороликсем хатӗрлерӗҫ.  

Шкул ҫулне ҫитмен ача «Юмах патĕнче хăнара» видеороликсен конкурсне хутшăнса тӑван чӗлхе техӗмлӗхне чухлама, юмах никĕсĕнчи тĕп шухăша туйса илме вӗренет.

«Асамат кĕперĕ» ача сачĕнчи воспитательсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарма тăрăшаççĕ. Эпир «Юмах патĕнче хăнара» конкурса хутшăнма хаваспах килĕшрĕмĕр. Ачасемшĕн юмах тĕнчине лекни çав тери хаваслă, илĕртуллĕ. Ҫакна хамăр ĕçре тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Мĕнпурĕ виçĕ ĕç тăратрăмăр:

1) Г.Волков çырнă «Пуянлăх хакне ĕçлекен çеç пĕлет», 2 –мĕш вырăн, ертӱçисем Саванина Т.А., Григорьева О.П.

2) И. Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани», 3 –мĕш вырăн, ертӱçисем Никифорова В.Н., Зинятуллина Д.З., Шарипов Н.С.

3) Н.Ыдарай çырнă «Пыл хурчĕ», 3 –мĕш вырăн, ертӱçисем Саванина Т.А., Григорьева О.П.

Паллах, палăртса хăварас килет,чăвашла юмахсенче выляма чăвашла калаçма пĕлекен ачасем çулсерен сахалланнăçем сахаллансах пыраççĕ. Ҫакă пирĕн ĕçре йывăрлăх кăларса тăратать. Ашшĕ – амăшĕсене килте ачасемпе ытларах чавашла калаçма сĕнес килет. Чăваш чĕлхине упраса хăварассишĕн кашни çыннăн тăрăшмалла тесе шутлатпăр.

 

 

Источник: https://chrio.rchuv.ru/