Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă. Çак уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарма тивĕç.

Кăçал эпир те, ача-пăча сачĕн вĕрентекенĕсем, тĕрĕ вăрттăнлăхне пĕлес  тесе хамăр пата тĕрĕ  ăстине -  Макарова Вера Николаевнӑна чĕнтĕмĕр. Вера Николаевна Чӑваш тӗрри кунне халалласа  чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче пиренпе ăсталăх класĕ иртерчĕ.

Вӑл пире хӑй тĕрлесе çĕленĕ  чăваш хĕрарăм тумĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн чăваш тĕррине мĕнле тĕрлемеллине кăтартрĕ.

Нумаях тĕрлеймерĕмĕр пулсан та, ăсталăх класĕ усăллă иртсе кайрĕ.  Çак ĕçе малалла та тăсма шутлатпăр!

Автор: Саванина Т.А.

 

Фотогалерея