Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

Кăçалхи «Хавхалану» фестивале хутшăнакансем  «Г.Н. Волков хайлавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан», «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупăшрĕç.

«Хавхалану» фестивале шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле кашни çулах ирттерет.

Фестивале Чăваш Республикин тата тулайăн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене 2022 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче  (Шупашкар хули, Мичман Павлов урамĕ, 78 çурт) чысларĕç.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисен  хушшинче Чăваш Республикин Комсомольски районěн «Асамат кĕперĕ» 3-мĕш ача сачĕ муниципалитетăн автономилле шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденине çӱрекен ачисем те чыса тивĕç пулчĕç.

Автор: Молокова Г.Ф.


Источник: https://chrio.rchuv.ru