Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă
тăватпăр. Çак кун тăван чĕлхемĕре сыхласа-упраса хăварас, аталантарас тата
халăхра сарас тĕлĕшпе нумай ĕç пулса иртет.
Чăваш чĕлхи, чăваш тĕрри, чăваш юрри-кĕвви пирĕн халăхăмăрăн
иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăчĕç. Вĕсене малашне килекен ăрусем валли упраса
хăварасси - паянхи кун пурăнакан кашни чăвашăн тивĕçĕ.
Пĕтĕм яваплăха туйса çак пархатарлă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлама
тăрăшаççĕ Комсомольски районěн «Асамат кĕперĕ» 3-мĕш ача сачĕ муниципалитетăн
автономилле шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийěнче вăй хуракансем.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа кунта пысăк уяв ирттерчĕç. Шыв
шӑнкӑртатса юхнӑ пек, кайӑксем чӗвӗлтетнӗ пек, уйрӑммӑнах илемлӗн те ҫемҫен
янӑрарĕҫ чӑваш сӑввисем Надя Матросова тата Антон Хурасёв вуланă вăхăтра.
«Сенкер тӱпере, таçта-таçта сӱлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ
илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн
мĕншĕн савнас мар?», терĕç çамрăк юрăçсем. «Уçланкă» ушкăна çӱрекенсем чăваш
халăх «Илемлĕ, илемлĕ» юррине чунтан кăмăлласа шăрантарчĕç, килĕшӱллĕ
хусканусемпе илемлетрĕç.
Чӑваш Ене ҫӗр пин тӗрӗ тĕнчи тесе ахальтен каламаççĕ. Чӑваш
тӗррисен илемӗпе ачасене тата мăннисене паллаштарчĕç районти «Ҫамрăк гварди»
хастарĕсем. Сăмах май, çамрăксем ача сачĕн яланхи хăнисем, пĕчĕк шăпăрлансемпе
тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем ирттерме кăмăл тăвакансем.
Мĕнле уяв юмахсăр иртме пултарĕ? Юмах ачасене аслисене
хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ пулма, хӑюллӑ та тивӗҫлӗ пулма вӗрентет. Юмахри асамлӑ
чӗлхе пире пурне те пултарассине, кирек мӗнле йывăрлăха та татса пама
пултарассине ӗнентерет, кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. И.Я.Яковлевăн «Сармантей» тата чăваш
халăхĕн «Пыл хурчĕ» юмахĕсене аслă ушкăнсене çӱрекен ачасем ĕненмелле выляса
пачĕç.
Тăван чĕлхе пĕрре. Пурнăçра та – пĕр
анне. Ҫавăн çинчен каласа пачĕ Вера Николаевна Никифорова воспитатель
хăй çырнă «Анне- чи çывăх çын» сăвăра.
Кар тăрса чавашлăха
упрар,
Алла-аллăн тытăнса утар.
Тухăçра вăранчĕ савăк ир,
Яковлев мăнукĕсем эпир.
Савăнатпăр, мухтанатпăр,
Ҫут малашлăха шанатпăр.
Молокова Г.Ф., аслă воспитатель