Юмах юпа тӑрринче, халап хапха тӑрринче

Ачасем  мěн пěчěкрен юмах итлесе ӳсеççě. Юмахри сăнарсем вěсемшěн тěлěнмелле те асамлӑ. Вěсем юмахри пулӑмсене курса нумай ыррине вěренеççě, унти геройсем пек пулма тӑрӑшаççě. «Уçланкӑ» ушкӑнри ачасем те юмах итлемесěр пěр кун та ирттермеççě. Юмах итленě хыççӑн хӑйсен те рольсенче выляс шухӑш çуралать. Çакна шута илсе шкула кайма хатěрленекен ачасем «Теремок» ятлӑ вырӑс халӑх юмахěпе кěçěн ушкӑнри ачасене паллаштарчĕç. Пěчěкскерсем тимлě итлесе ларчěç, вылякансене алӑ çупса хавхалантарчěç. Пулас артистсем вара хӑйсене шанса панӑ рольсене тӑрӑшса, ěненмелле вылярěç. Весем çаксем пулчěç: автор – Матросова Н., шӑши – Галимзянов Джамиль, шапа – Гибатдинов Сафия, мулкач – Горбунова Ульяна, тилě – Васильева Милана, кашкӑр – Павлов Давид, упа – Сафиуллин Ибрагим. Халě тепěр ушкӑн  тепěр тěрлě юмах хатěрлет. Çывӑх вӑхӑтра вěсем çак юмаха юлташĕсем патне çитерěç.