«Чăваш ачи чăвашах» ӑмӑрту вӗçленчӗ.

Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль вӗҫленчӗ. Фестиваль пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ».

Фестиваль ăмăртăвĕ икӗ номинаципе иртрĕ.

«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ӑмӑртӑва шкул çулне çитмен ачасен тата шкулта вĕренекен ачасен ушкӑнӗсем хутшӑнчĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йӗркине кăтартса паракан 43 видеоролик килчӗ, вӗсем шутӗнче 19 видеоролик ̶  ача пахчинчен, 24 видеоролик  ̶  шкултан.

Чăваш йăли-йĕркине ÿкерсе илнĕ 10-15 минутлăх видеороликсем пире ача-пӑча вӑййисемпе, сурхури, çӑварни, мӑн кун, вӑйӑ, улах, ача чӑкӑчӗ, выртма йӑла-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Ку ӑмӑрту хĕрÿ иртрӗ. Номинаци критерийӗсем çирӗп пулчĕç: ушкăнра 7 ачаран ытла пулмалла мар, 7-10 минут хушшинче чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине май пур таран туллин кăтартса памалла. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, сцена çинче мӗнле тытнине, тумпа йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине хакларĕç.

Ӑмӑрту çултан çул çивӗчленсе пыни савӑнтарчӗ. Чӑваш халӑх тумӗ тирпейлӗ те  шӑтӑр-шӑтӑр пулни (хӗр ачасем ̶  пӗр çивӗтпе, çивӗт вӗçне çивӗт шерепи, хÿре, çÿç туни тенки çыхнӑ; тутӑрпа, тухьяпа е çара пуçӑн; кĕписем  ̶  хӗрарӑмӑн мар, ача кӗписем пулни, пиçиххисене ̶ хӗр ачасем сулахай, арçын ачасем  ̶   сылтӑма енне çыхни), ачасем чӑваш йӑли-йĕркине юратса выляни, тĕрĕс те илемлĕ калаçни-такмаклани, хаваслӑ пулни чуна тыткӑнларĕ.

Паллах, ачасем хӗрарӑм капӑрлӑхне кӗрекен масмака тӑхӑнас, урана çӑпата сырса пуçа паянхи кун янтӑланӑ тухья тӑхӑнас хӑнӑхуран хӑтӑласса шанас килет. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине ача ÿcĕмне кура хатӗрлессе кӗтетпӗр. Кунсӑр пуçне учительсем аслисен юррисене шкул çулне çитмен тата шкулта вӗренекен ачасене юрлаттарма пӑрахĕç тетпӗр. Сӑвӑ вулани, юмах лартни, литмонтаж туни, «чӑваш фольклорӗ» тени чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркинчен аякра тӑнине те манмалла мар.

Çак номинацине хутшăнса Комсомольски районěн «Асамат кĕперĕ» 3-мĕш ача сачĕ муниципалитетăн автономилле шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийěн шăпăрланĕсем призёрсен шутне кĕме пултарчĕç. Вера Николаевна воспитатель ертсе пыракан ушкăн шутĕнчи ачасем Васильева Милана, Габдуллова Маръям, Кокорев Макар, Матросова Надя, Павлов Давид, Фролов Коля, Хурасёв Антон, Шакурова Рамина «Çерем пăсса вир акрăм» вăййа ĕненмелле выляма пултарчĕç.

Коллектив вĕрентекене тата ачасене малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунать.