В гостях у детей Илемпи/ Илемпи ачасем патĕнче хăнара

В старшей группе в месяц один раз проводится обучение чувашскому языку. 25 февраля в группе « Полянка» состоялось открытое занятие, где присутствовали педагоги детского сада.

К ребятам на занятие пришла гостья – Илемпи. Она поздоровалась на чувашском языке и познакомилась с каждым ребенком. Илемпи принесла с собой разные игры, которые детям очень понравились. Например, игры « Телефон», « Кто в домике живет?», а также дидактическая игра «Угадай животных и их голоса». Ребята закрепили звук «ç» в словах и слогах. Они вместе с воспитателем рассказали Илемпи стихотворение про зиму «Юр çăвать» на чувашском языке. Также детям было интересно послушать стихотворение  Н. Ыдарая «Икĕ чĕлхе» на чувашском и на русском языках.

Илемпи поблагодарила ребят за то, что они очень внимательные и догадливые. И на прощание посоветовала, что никогда не надо забывать свой родной язык.

 «Уçланкă» аслă ушкăнра чăваш чĕлхине вĕрентессипе уçă заняти пулчĕ. Кунта ача сачĕн воспитателĕсем пуçтарăнчĕç. Ачасем патне хăнана Илемпи килчĕ. Вăл малтанах ачасене сывлăх сунчĕ, вĕсемпе  çывăхрах паллашрĕ. Илемпи хăйпе пĕрле тĕрлĕ вăйă илсе килнĕ. Ачасене «Телефон», «Ку килте кам пурăнать?» вăйăсем çав тери килĕшрĕç. «Ç» сасă мĕнле сăмахсенче тĕл пулнине ÿкерчĕк çинче тупса палăртрĕç,вăл мĕнле илтĕннине çирĕплетсе хăварчĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле Илемпие «Юр çăвать» ятлă сăвва чăвашла каласа пачĕç. Воспитатель Н. Ыдарайăн «Икĕ чĕлхе» ятлă сăввине вуласа панине те тимлĕ итлесе ларчĕç.

Илемпи ачасемпе сывпуллашнă май, чăваш чĕлхине тăрăшса вĕренмеллине, хамăрăн тăван чĕлхене нихăçан та манмалла маррине астутарчĕ. Ачасем маттур пулнине палăртса хăварчĕ.