Чăваш чĕлхине мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле

Икĕ чĕлхе — икĕ ăс,
Виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс.
И.Я.ЯКОВЛЕВ.
Пирĕн Чăваш Республикинче 100 ытла наци халăхĕ пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Анчах та юлашки вăхăтра чăвашла калаçакансен йышĕ сахаллансах пыни сисĕнет. Ку пире питĕ пăшăрхантарать. Чăваш Республикинче пурăнакан тĕп халăх — чăвашсем. Чăваш чĕлхи çухалсан халăхĕ те пĕтет. Çавăнпа та пулас ăру валли чĕлхене, пирĕн ырă йăла-йĕркене упраса хăварас тесен ачасене ача садĕнченех чă-вашла калаçтарса ÿстермелле. Ача садĕнчен тухакан шăпăрланăн икĕ чĕлхепе те пĕр тан калаçма пĕлмелле. Çакăн пек тĕллев лартаççĕ пирĕн ума.
Мĕнрен тытăнмалла-ха? Чи малтан хамăртан, воспитательсенчен пуçламалла. Пире никам та чăвашла пуплеме чармасть вĕт. Воспитатель ачапа тата унăн ашшĕ-амăшĕпе харăс ĕçлеме тивĕç. Пĕчĕккисен вĕренÿ ĕç-хĕлĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли вăхăта ятарласа кашни ача садĕнчех уйăрман. Апла пулин те, ку пирĕн ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама чармалла мар.
Ача аталанăвĕ тĕрлĕ ĕç-хĕлре пулса пырать: вăйăра, ăс-тăн пухассинче, ÿкерессинче, тĕрлĕ ĕçе хăнăхассинче, ташласси-юрлассинче тата ытти те. Кашни ĕç тĕсĕнчех эпир пĕрлештерÿ мелĕпе усă курса чăвашла та, вырăсла та калаçма хăнăхтарса пыратпăр. Вĕренÿ процесĕпе пĕрлех пирĕн аталану хутлăхĕ çак ĕçе йĕркелеме пулăшать. Сăмахран, тĕрлĕ самантсенче ырăлăх сăмахĕсене асра хăварма тăрăшмалла: тавтапуç, тархасшăн, апачĕ тутлă пултăр тата ытти те. Ача йĕри-тавра пĕтĕмпех вырăс теми пулсан, вырăс сăвви-юрри анчах янăрасан, пире йывăртарах пулĕ. Наци ача садĕнче мĕнпур ĕç- хĕле наци чĕлхипе пурнăçласа пымалла.
Чăваш чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентессине вăтам ушкăнран пуçламалла. Виçĕ çул тĕлне ачан чĕлхи йĕркеленсе çитет. Аслă ушкăнра вара ăна аталантарма тытăнмалла. Кунта пире педагогика наукисен кандидачĕ С.Г.Михайлова хатĕрленĕ тĕслĕх программи пулăшĕ. Ĕç тухăçлăхĕ çавăн пекех эпир мĕнле технологисемпе ĕçленинчен те килет. Пуплеве, ăс-тăна аталантармалли тата ытти технологисем те питĕ нумай. Çавăнпа та ачасене кашни кун мĕн те пулин çĕннине вĕрентес тесен пирĕн хамăрăн, воспитательсен, çĕннине ăса хывмалла. Чăваш чĕлхине вĕрентессин тĕп тĕллевĕ: кĕнеке вуласа, юмахсемпе усă курса ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнса выляма, ĕçлеме вĕрентесси, вĕсен ăс-тăнне, тавракурăмне аталантарасси. Ача мĕнле аталанасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Çавăнпа та килте ачапа ашшĕ-амăшĕн мĕнле те пулин ытларах чăвашла калаçма тăрăшмалла.
Хамăрăн тăван чĕлхене пĕтме парас марччĕ, чăвашсен ырă йăли-йĕркине, культурине упраса хăварасчĕ.

В.НИКИФОРОВА,
«Асамат кĕперĕ» ача сачĕ.