Аваллăх тĕнчинче

«Уçланкă» («Полянка») ушкăна анлă тавракурăмлă, тавçăруллă тата хаваслă ачасем  çӱреççĕ. Вĕсем пурне те пĕлесшĕн, пуринпе те кăсăкланаççĕ. Çакна шута илсе эпир Каçал тăрăхĕнчи «Çĕр тата çынсем» краеведени музейне кайса курма шут тытрăмăр.

Нарăс уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче музея çул тытрăмăр. Алена Овиковна экскурсовод пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вирусран сыхланас  тĕллевпе алăсене дезинфекцилеме пулăшрĕ.

Пĕрремĕш пÿлĕмĕнчех ачасене тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Кунта мулкачĕ, пакши, тăмани, лĕпĕшсем чĕрĕ пекех курăнаççĕ.

Пÿлĕмрен  пÿлĕме куçса çав тери интереслĕ япаласем çинчен пĕлтĕмĕр. Ěлĕкри вăхăтра çынсем мĕнле пурăнни, кил-хуçалăхра мĕнле хатĕрсемпе усă курни, мĕнле тумтир тăхăнни тата ытти те. Çавăн пекех Комсомольски районĕ мĕнле пуçланса кайни, паянхи куна вăл мĕнле улшăнни, унта миçе тĕрлĕ халăх пурăнни çинчен пĕлтĕмĕр.

Вăрçă вăхăтне сăнласа паракан экспонатсем те ачасене шухăша ячĕç. Кунта эпир Совет Союзĕн геройĕсемпе тĕплĕн паллашрăмăр. Осипова Дарья Осиповна хăйĕн ултă ывăлне ăсатса ярса кĕтсе илейменни çинчен кулянса итлерĕмĕр.

Юлашки пÿлĕмре вара хĕл илемне сăнласа панă тĕрлĕ çынсен фотоÿкерчĕкĕсене курса килентĕмĕр. Ачасен ашшĕ- амăшĕсемпе пĕрле çак выстăвкана хутшăнас  шухăш çуралчĕ.

Çапла ачасем музейра тăрăшакансемпе сывпуллашса, тулли кăмăлпа ача садне таврăнчĕç. Вĕсемшĕн çак çулçÿрев нумалăха асра юлĕ.

Фотоотчёт