«Литература Олимпĕ» конкурс иртрĕ

«Чĕлхе пур чух - халăх пур: халăх пур тăк - çĕршыв пур, çĕршыв пур тăк - патшалăх пур, патшалăх пур чух патши пур. Чĕлхе пĕтрĕ тĕк - халăхĕ те, çĕршывĕ те, патшалăхĕ те юлмасть».

Чăваш чĕлхине упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха?  

Ачасем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене хисеплеччĕр, унпа усă курччĕр тесен, аслисен тĕрлĕрен уявсене, вăйăсене ача сачěсенче е килте  чăвашла ирттерме тăрăшмалла. Уяв ачасен пурнăçěнчи çутă та хаваслă, асра юлакан самант. Тăван çěршыв, тăван тавралăх çинчен калакан сăвва, юрра вěренни патриотла туйăмсене аталантарать.

Ачасем пěчěкренех тăван халăх культурине, юрри-ташшине, сăмахлăхне пěлсе усчĕр тесе, Комсомольски районĕ 80-çул тултарнине тата Театр çулне халалласа ача-пăча библиотекинче ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Литература Олимпĕ» конкурс иртрĕ. «Асамат кĕперĕ» 3-мĕш ача садне çÿрекен шăпăрлансем те хамăр ентеш Н.Ытарай çырнă «Çăмха» юмах тăрăх сценка лартса пачĕç. Настя Р., Инзиля Е., Маша Т., Дарина П., Ульяна Т., Азат К., Самир А. тата Егор Ф. питĕ ĕненмелле вылярĕç хăйсен ролĕсене. Комисси членĕсем уйрăммăнах Максим Андреев (ертсе пыракан) чăвашла илемлĕн калаçнине палăртса хăварчĕç. Ачасен тăрăшни харама каймарĕ, вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене ача садне çÿрекенсем тата унта тăрăшакансем чун-чĕререн саламлаççĕ, малашне те çитенÿсем тума сунаççĕ.