Хĕл илемĕ илĕртет

«Тумлам» ушкăнри кĕçĕн çулхи ачасем пĕррĕмĕш çул ача садне çÿреççĕ, апла пулин те питĕ тавçăруллă, пурне те пĕлесшĕн кăсăкланаççĕ.Уйрăмах уçăлса çÿреме кăмăллаççĕ: хĕл илемĕпе киленеççĕ, тĕрлĕ хускану вăййисем выляççĕ.

Акă, пĕр илемлĕ хĕл кунĕнче вĕсем юр пĕрчисене сăнарĕç. Еплерех илемлĕ-çке вĕсем: кашниех хăйне евĕрлĕ эрешпе карталаннă. Çавăн пекех пĕчĕкскерсем юр пулăмĕсемпе паллашрĕç: сивĕ çĕрте вăл илемлĕн выртать, ăшă алă тупанĕ çинче вара туйса ĕлкĕриччен пит хăвăрт ирĕлет. Хĕл кунĕсем тата нумай пулассине пĕлсен, тем пекех хĕпĕртерĕç вĕсем. Малашне ачасем аслисемпе пĕрле юртан тĕрлĕрен кĕлеткесем тума ĕмĕтленеççĕ.