Полици участокне - экскурсие

"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн шкул çулне хатĕрлекен "Капитошка" ушкăнĕн ачисем экскурсие час-часах тухса çỹреççĕ. Хальхинче вĕсене çанталăк сивви те хăратмарĕ, шăпăрлансем полици уйрăмне çул тытрĕç.

Кунта ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç, шалалла иртме сĕнчĕç. Сергей Кокорев пĕчĕккисене шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасемшĕн кунта тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ: канашлусем ирттермелли пысăк пỹлĕм, стена çинчи стендсем, картишĕнчи пысăк овчарка, пăралукпа карса илнĕ вырăн... Вĕсем полицейские хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ чылай ыйтăва пачĕç.

Шăпăрлансемпе çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор Рева Жукова кăмăллăн пуплерĕ. Вăл вĕсене çул çинчи асăрханулăх пирки аса илтерчĕ, пĕр-пĕрне мĕншĕн кỹрентерме юраманнине ăнлантарчĕ, килте хăйсем кăна чухне ют çынсене алăк уçма юраманнине тепĕр хут асăрхаттарчĕ тата ытти чылай сĕнỹ те пачĕ. Кĕçĕн çулхи туссенчен чылайăшĕ çак кун шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тĕв турĕ.

Экскурси ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ, вăл пурне те килĕшрĕ. Çак кун вĕсен асĕнче чылайлăха юлĕ.

В.НИКИФОРОВА, воспитатель.

Источник: "Каçал Ен"