И.Я.Яковлева халалласа

30 января в  центральной библиотеке состоялся семинар библиотечных работников «Деятельность библиотек Комсомольского района в 2017 году и задачи на 2018 год», приуроченный Году добровольца (волонтера).  

Открыли семинарское занятие  воспитанники подготовительной к школе группы «Капитошка» МАДОУ детский сад №3 «Радуга», руководитель Никифорова Вера Николаевна. Дети показали инсценировку по  рассказу Ивана Яковлевича Яковлева «Лаша шырани». 2018 год знаменателен тем, что исполняется 170 лет со дня рождения просветителя чувашского народа Ивана Яковлевича Яковлева. 

 

Кăрлач уйĕхĕн 30-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра семинар иртрĕ. Ăна «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчи шкула кайма хатĕрлекен «Капитошка» ушкăнри ачасем уçрĕç. Вĕсем И.Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани» калава ытарлăн выляса пачĕç. Сценкăра вылякансем пурĕ вуниккĕн пулчĕç. Куракансене уйрăмах автор рольне вылякан Ярослав Ефимовпа тĕп рольсене калăплакансем: Иван Ананьев - лаша шыракан тата ăслă çын - Влад Иванов килĕшрĕç. Вĕсем хăйсене шанса панă рольсене çав тери ĕненмелле вылярĕç. Тăвăллăн алă çупса чыс турĕç çамрăк «артистсене», тав сăмахĕ каларĕç. Ачасем хăйсене хапăл тунăшăн чунтан хĕпĕртерĕç, малашне те И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх çĕнĕ сценкăсем лартма тĕв турĕç.

И.Я.Яковлев калавĕсем - ăса вĕрентекен хайлавсем. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре малти вырăнсенче пулмалла.