Ачасем те, аслисем те кроса хутшăннă

Авăн уйăхĕнче иртнĕ "Наци кросне" "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ те хастаррăн хутшăнчĕ. "Капитанка" аслă ушкăн шăпăрланĕсем вара чи маттуррисем пулчĕç. Тĕслĕхрен, Фаиль Абеев 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Расиль Ялаков вара 2-мĕш вырăнпа палăрчĕ. Асăннă ушкăна çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ те кроса хутшăнчĕ, Лейсан Абеевăпа Людмила Яковлева пуринпе пĕрле хавассăн чупрĕç. Михаил Иванов вара чупура 1-мĕш вырăнпа палăрчĕ.

Аслă çулти çынсем те старта тăчĕç. Кунта вара Расиль Ялаковăн кукамăшне, Райне Закировăна, палăртмалла. Вăл малти вырăна çĕнсе илчĕ. Вĕсене спорта юратнишĕн, кĕçĕннисене те явăçтарнăшăн ăшшăн тав тăватăп. Çакăн евĕр меро-приятисене малашне те хастар хутшăнма çирĕп сывлăх сунатăп.

В.НИКИФОРОВА,

воспитатель.