Хаваслă экскурси

Кăçалхи çĕртме уйăхĕ питĕ юнтармăш пулчĕ. Çу пуçламăшне ачасем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, анчах та çуллахи кунсем хăйсен ăшшипе савăнтарма васкамарĕç. Çапах та шăпăрлансем кăмăлсăр çỹресе вăхăта ахаль ирттермерĕç. Кунта, паллах, воспитательсен тỹпи пысăк - вĕсем ачасемпе тĕрлĕрен хаваслă мероприяти ирттерчĕç, экскурсисем йĕркелерĕç.

Акă, нумаях пулмасть, "Капитошка" тата "Звездочка" ушкăнсенчи ачасем районти суту-илỹ çуртне çул тытрĕç. Кунта вĕсене Ирина Кочанова заведующи ăшшăн кĕтсе илчĕ, тĕрлĕ уйрăмсемпе, стеллажсем çинче вырнаçнă таварсемпе паллаштарчĕ.

- Япаласене пурне те хамăр çĕршыври фабрикăсенче туса кăларнă, вĕсем пахалăхлă, - терĕ вăл.

Суту-илỹ çурчĕн ертỹçи ачасен малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕпе паллашрĕ, ỹссе çитĕнсен вĕсем епле професси суйласси пирки те ыйтса пĕлчĕ.

Уйрăмсенче ĕçлекен сутуçăсем çинчен калас пулсан, вĕсем ачасемпе ăшшăн калаçрĕç, йăл кулăпа кĕтсе илсе çаплах ăсатса та ячĕç. Сăмах май, районти "Торговый дом" суту-илỹ çуртĕнче пурĕ 23 сутуçă тăрăшать. Кашниех хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлать. Тавар туянакансем вĕсен ĕçĕпе яланах кăмăллă пулнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар.

Пĕчĕккисене вара "Теттесем" тата "Шкул хатĕрĕсем" уйрăмсем ытларах килĕшрĕç. Экскурси вĕçĕнче Ирина Васильевна ачасене асăнмалăх пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕ, суту-илỹ çуртне час-часах кĕрсе курма сĕнчĕ.

- Пĕччен çỹреме юрамасть, çавăнпа та аслисемпе килĕр, - терĕ вăл шăпăрлансене.

"Асамат кĕперĕ" ача садне çỹрекен шăпăрлансене экскурси питĕ килĕшрĕ, çак кун вĕсен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.

В.НИКИФОРОВА,

воспитатель.