Перекет банкěнче

«Асамат кěперě» ача сачěнчи шăпăрлансем экскурсисене тухса çӱреме çав тери юратаççě. Аслă ушкăнри ачасем ку хутěнче перекет банкěнче пулса курчěç. Кунта вěсене банк ертӱçи Ирэк Хасиятуллович Шайдуллин кăмăллăн кěтсе илчě. Экскурсине ирттерме кунта тăрăшакан Тюльпан Зиятдиновнăна ыйтрě. Вěсем ачасене пӱлěмсем тăрăх илсе çӱрерěç, банкра ěçлекенсемпе паллаштарчěç, вěсен ěçěсем пирки кěскен каласа кăтартрěç. Ачасем «кредит», «валюта», банкомат» çěнě сăмахсемпе паллашрěç. Банкра темиçе «чӱрече» ěçлет, çавăнпа та унта пыракансем кирлě ыйтусем çине часах хурав тупаççě.

Экскурси вěçěнче Ирэк Хасиятуллович ачасене Олимпиадăна халалласа кăларнă пěчěк сувенирсем парса хаваслантарчě. Ачасен хушшинче ӱccе пысăк пулсан банкра ěçлес кăмăллисем те пулчěç. «Банкра ěçлес тесен, ăслă пулмалла. Ăслă та тăнлă çын пулма вара мěн пěчěкрен аслисене итлеме хăнăхмалла, шкулта лайăх вěренмелле» - тесе вěçлерě хăйěн калаçăвне банк ертӱçи И.Х. Шайдуллин.