«Тăван чĕлхесĕр чăн- чăн пěлÿ çук»
И.Я.Яковлев
Нумаях пулмасть «Капитошка» ятлă аслă ушкăнра «Чăваш чěлхи кунне» халалланă литература каçĕ пулса иртрě.
Çак ушкăнра икě чěлхепе калаçасси йăлана кěнě ěнтě, ку вěсемшěн çěнěлěх мар. Ачасем ача садне килсенех пěр-пěринпе чăвашла та вырăсла та сывлăх сунаççě. Ятарласа йĕркеленĕ «Чăваш чěлхине вěрентесси» вĕрентÿ вӑхӑчĕнче ытларах чăвашла калаçма тӑрӑшаççĕ. Алă тата сывлăх гимнастикисене те ачасем чăвашла шакӑртаттарса калаççě. Ачасем вуннă таранччен чăвашла шутлама пěлеççě. Çулталăк пулăмěсем çинчен сăвăсем вěренеççě, ăна пурте пĕрле калаççě. Чăваш вăййисене те юратса выляççĕ.
Çавăнпа çак литература каçне ачасем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, ашшě – амăшěсене курма килме йыхравларĕç.
Чăваш тумĕсем тăхăннă ачасем чăваш поэчĕсен тěрлě сăввисене пăхмасăр тăрăшса вуларĕç. Ушкăнри пĕр ача та сăвă вěренмесĕр юлман: чӑваш-и вӑл, вырăс-и, тутар-и, пурте кăмăлтан хутшăнчěç. Илемлěн янăрарĕ чăваш юрри пĕчĕк ачасен ушкăнĕнче.
«Тилěпе мулкач» ятлă вырăс халăх юмахне вара пěчěк «артистсем» питĕ те ěненмелле выляса кăтартрĕç.
Литература каçĕ пурин кăмăлне те килчĕ.