«Чăвашра вăрман та чăвашла калаçать,» - тенĕ ĕлĕкех ватă çынсем.
Чăнах та, чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр пулсан, чăвашла калаçма тăрăшмаллах пирĕн.
Чăваш чĕлхине аталантарас, унăн илемлĕ калаçăвне туйма вĕренес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем туса иртереççĕ «Асамат кĕперĕ» ача сачĕнче.
«Капитошка» ятлă аслă ушкăнри ачасем çак куна тивĕçлĕ кĕтсе илме тӑрӑшаççĕ. Вĕсем чӑваш çыравçисен, сӑвӑçисен хайлавĕсене пӑхмасӑр калама вĕренеççĕ, чӑваш юррисене юрлама, ташшисене ташласа кӑтартма хатĕрленеççĕ. Уява кĕтсе илме ушкӑнри пур ача та хутшӑнать: вырӑсĕ те, чӑвашĕ те, тутарĕ те. Хӑйсен пултарулӑхне курма ытти ушкӑнри ачасене сĕнесшĕн.
Ирхи тӑхтавсенче ачасем теп хуламӑр Шупашкар çинчен итлеме кӑмӑлаççĕ. Хула историйĕпе палашаççĕ, анлӑ Атӑла, унти капмар та çÿллĕ çуртсене тата ытти илемлĕ керменсене курса тĕлĕнеççĕ.
Çавӑн пекех «Чӑваш чĕлхине вĕренни» занятисенче ачасене воспитательсем чӑваш халӑх йӑли-йĕркипе, эрешĕсемпе, вӑййисемпе, хайлавĕсемпе паллаштараççĕ.