Илемлĕ хĕл кунĕсем пурне те тыткăна илеҫҫĕ. Уйрăмах пĕчĕк шăпăрлансем хĕл кунĕсене пит хавас. Вĕсем тăвайккинчен ярăнма, юр купи ăшĕнче йăваланма тата юртан тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталама юратаҫҫĕ.
«Асамат кĕперĕ» ача сачĕнче юртан тĕрлĕ кĕлеткесем тăвасси тахҫанах йăлана кĕнĕ. Акă, «Капитошка» аслă ушкăнри ачасем мĕн юр ҫума пуҫласанах ҫак ĕспе тăрмăшма пуҫларĕс. Юр ҫыпҫăнса тăнă вăхăтра вĕсем «юр-пикепе» пысăк «упа-утаман» кĕлеткисене ăсталарĕҫ. Каярахпа, вăхăт иртнĕҫемĕн, уҫăлса ҫÿремелли вырăнта темĕн тĕрлĕ кĕлеткесĕм, тăвайккисем ÿссе ларчĕҫ.
Чи варринче мăнаҫлă чăрăш, унăн йĕри-тавра пысăк кит, тимĕр шапа, шурă упа, самолёт, крепость тата лабирирнт илемлен курăнса лараҫҫĕ. Вĕсене пурне те тĕрлĕ тĕсле сăрăпа сапса илемлетнĕ. Ачасем уҫăлма тухмалли вырăна ҫакăн пек илемлетни, тирпейлĕ тытни вĕсен тавракурăмне пуянлатать, илемлĕх тĕнчине ҫывăхрах курма пулăшать, сывлăха ҫирĕплетет. Вĕсем кунта тĕрлĕ тĕслĕ вайасем выляҫҫе: пытанмалла, тытмалла, лабиринт витĕр тухма…
«Капитошка» ушкăнри ачасем уҫăлма тухмалли вăхăта чăтăмсăрран кĕтеҫҫĕ. «Ачасен вăхăчĕ усăллă ирттĕр, кăмăлĕсем хавасланччăр, ҫирĕп сывлăхлă ÿсчер тесе тăрăшатпăр. Хаваслă та илемлĕ хĕл кунĕнче ачасен савăк сасси таҫтанах илтĕнсе тăтăр», тет ушкăн воспитатĕлĕ Никифорова Вера Николаевна.