"Асамат кĕперĕ" янкăр çутатрĕ

Шкул çулне çитмен ачасене вĕрентмелли программăра Тăван çĕршывпа, унăн йăли-йĕркипе, паттăрĕсемпе паллаштарасси тĕпре. Ача садĕнче патриотла воспитани панин тĕп тĕллевĕ - вĕсене Тăван çĕршывăн шанчăклă тĕрекĕ пулма, тăван ене, çемьене хỹтĕлеме пĕр шикленмесĕр тăма вĕрентесси.

Пирĕн районта патриотизм темипе кашни çулах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Анчах та вĕсем ытларах шкул ачисем валли. Патриотла воспитани парасси вара мĕн пĕчĕкренех пуçланмалла вĕт-ха. Акă, апрелĕн 28-мĕшĕнче "Асамат кĕперĕ" садик ачасен хореографи, вокал, театр пултарулăхĕн "Тебе, Великая страна! Тебе, Великая Победа!" фестиваль-конкурсне ирттерчĕ, пуçараканĕ те вăлах пулчĕ. Мероприятие ачасенче Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕпе кăсăкланас туйăма аталантарас, паттăр ĕçсене асра хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Хальхинче "Асамат кĕперĕн" коллективĕ мероприятие масштаблă, районти пĕтĕм ача сачĕсене пуçтарса ирттерчĕ.

Конкурса хутшăнма шкул çулне çитменнисене пĕлỹ паракан районти 17 учреждени килчĕ. Вĕсем виçĕ номинаципе: вокалпа (эстрада, халăх), хореографипе (ачасен, спорт, эстрада, халăх ташшисем), театр пултарулăхĕпе (сăвă е калав театраллă тата художествăллă каласси) хатĕрленнĕ. Кашни садикĕн номерĕ хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă пирки пĕтĕмпех ăнланса пĕтереймеççĕ пулсан та жюри, куракан патне Çĕнтерỹ пахалăхне, вăрçă тискерлĕхне илсе çитерме пултарчĕç. Пепкесем сцена çинче хăйсене чăн-чăн пысăк артистсем пекех тытрĕç.

Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни воспитательсене шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçре тухăçлă, малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Районти ача сачĕсене тата та аталанма, çỹлти шая çĕкленме сунатăп. Малашне те тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем иртчĕр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"