Ачасен воспитанийĕ садикрен пуçланать

Ачасем - пирĕн пуласлăх, пурнăç чечекĕсем, тетпĕр эпир. Çак ăру тивĕçлĕ шайра аталанса ỹстĕр, ăслă та анлă тавра курăмлă пултăр тесен, паллах, пирĕн, çитĕннисен, халех тăрăшмалла. Районти "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ырми-канми тăрăшаççĕ. Галина Федоровна Молокова аслă воспитательпе тĕл пулнă май садикăн пурнăçĕпе интереслентĕм.

   - Галина Федоровна, "Асамат кĕперĕ" ача садне паянхи кун миçе ача çỹрет? Чи кĕçĕннисем миçере?

   - Ача садĕнчи 8 ушкăна 190 ача çỹрет. Кунта 2-7 çулсенчи ачасем вăхăта усăллă ирттереççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн 3 çул тултарнă ачасене пурне те садиксене вырнаçтармаллине тĕпе хуратпăр. Кăçал ача сачĕпе 27 ача сывпуллашĕ. Савăнăçлă мероприяти ирттерсе ачасене шкул партти хушшине ăсатăпăр. Вĕсен вырăнне вара пĕчĕккисем килĕç.

   - Çамрăк коллектив шăпăрлансемпе ĕçлеме хăнăхса çитрĕ-и?

   - Пĕрле 2 çула яхăн çеç ĕçлетпĕр пулин те, коллектив туслă, пĕр шухăшлă. Аслă пĕлỹллĕ 17 воспитательтен улттăшĕ аслă категориллĕ педагогсем. Ачасемпе ĕçлекенĕн яланах малалла аталанмалла, çĕнĕрен çĕнĕ педагогика мелĕсемпе усă курма вĕренмелле. Çавăнпа та пирĕн педагогсем ăсталăха ỹстерессине тĕпе хураççĕ, семинарсене, фестивальсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Ача садĕнче тĕрлĕ мероприятисем, спортпа çыхăннă ăмăртусем, фестивальсемпе конкурссем, калаçусем ирттереççĕ, çак ĕçе ашшĕ-амăшĕсене те явăçтараççĕ. Ачасем "До-ми-солька" кружока та хаваспах çỹреççĕ. О.Еремеева музыка учителĕ ертсе пынипе шăпăрлансем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ, юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕсемпе вĕренỹ çулĕнче тĕрлĕ кружок йĕркелессипе ыйтăм ирттертĕмĕр. Вĕсен кăмăлĕсене шута илсе тата та тỹлевсĕр кружоксем йĕркелесшĕн.

   - Çĕнĕ садикре тĕрлĕ оборудовани, сĕтел-пукан, теттесем çителĕклĕ-и?

   - Ача садне проектпа килĕшỹллĕн тунăран ачасене аталанма пур те пур: музыка тата спорт залĕсем, логопедпа психолог пỹлĕмĕсем, занятисене тĕрлĕ енлĕ ирттерме пулăшакан интерактивлă доскасем, çемçе модульсем. Уçăлма тухсассăн ачасене выляса киленмелли вырăн çителĕклĕ, ятарлă çул-йĕр хăрушсăрлăх лаптăкĕ - вăхăта усăллă ирттермелли вырăн. Занятисенче вĕреннĕ çул-йĕр правилисене ачасем шăпах унта çирĕплетеççĕ.

   - Галина Федоровна, ачасем партта хушшине ларма хатĕр-и?

   -Шкул çулне çитичченех ачасем кашни кунах çĕннине вĕренеççĕ. Пирĕн тĕллев - ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, çынсене хисеплеме вĕрентесси, сывлăха çирĕплетме спортпа туслаштарасси, йышпа хутшăнма, хăй тĕллĕн вĕренме хăнăхтарасси, ăс-тăн пултарулăхне аталантарасси. Çавăн пекех çырма, вулама, шутлама, ỹкерме те вĕрентетпĕр. Пуплеве ăнлантармалли, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтармалли занятисем те чылай йĕркелетпĕр. Ачасем гигиена правилисене çирĕп пăхăнаççĕ, типтерлĕ тумланмаллине хăнăхса, сăпайлă пулмаллине туйса ỹсеççĕ.

   - Июнĕн 1-мĕшĕ - ачасене хỹтĕлемелли кун. Ăна мĕнле паллă тăвасшăн?

   - Уява мĕнле ирттермеллине эпир чылай малтан палăртса плана çирĕплетнĕ. Воспитательсем ачасем валли "Хĕрлĕ калпак" юмах хатĕрленĕ. Шăпăрлансене клоун тĕрлĕ вăйăсем выляттарĕ, асфальт çине ỹкерчĕксем ỹкерĕпĕр. Пĕр сăмахпа каласан, июнĕн 1-мĕшĕ чи хаваслă кунсенчен пĕри пулĕ.

                                                                                                                                                                 Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"