Ачасем - пурнăç чечекĕсем

 Райцентрти культурăпа кану паркĕнче усрав çемьесене пуçтарса уяв йĕркелерĕç. "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче йĕркеленĕ уявра та ача-пăча сасси чĕрене çемçетрĕ. Таврара илемлĕ юрăсем шăранчĕç, пепкесем асамлăх пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç.     Акă, вĕсен умне юратнă юмах геройĕ, кăвак кĕпе тăхăннă Мальвина тухрĕ. Малалла сăмаха садик заведующийĕ Анна Албутова тăсрĕ, шăпăрлансене пысăк уяв ячĕпе саламларĕ, çуллахи каникулсене пăтăрмахсемсĕр ирттерме сунчĕ. Ильхамия Басырова садик ĕçченĕсене ачасене тивĕçлĕ пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе тав турĕ, иллюстрациленĕ юмахсен кĕнекине парнелерĕ. Малалла вара садик ĕçченĕсем "Хĕрлĕ калпак" театрализациленĕ юмахпа паллаштарчĕç. Унпа ачасем нумайччен киленчĕç, кашкăр асламăшĕпе Хĕрлĕ калпака çисе янишĕн хурланчĕç, ниме пăхмасăр юмах лайăх вĕçленнишĕн алă çупса савăнчĕç. Ачасемпе Мальвинăн Шапокляк сăтăрĕсене те тỹсме тиврĕ. Анчах та маттур шăпăрлансем ăна тĕрĕс çул çине тăма, ырă пулма вĕрентрĕç. Вăйăсемсĕр вара нимĕнле уяв та иртмест. Шапокляк карчăк, Тепăпа Клепа клоунсем тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç. Ачасем конкурссене хутшăнса, тупмалли юмахсем çине хуравсем тупса хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç, асфальт çине пурăпа ỹкерчĕç, чупса, сиксе тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Ачасем те, çитĕннисем те çак кун кăмăл туличчен савăнчĕç.

                                                                                                                                                                Н.АРХИПОВА.