"Асамат кĕперĕ" - 2 çулта

Кунсемпе çулсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Анчах та ачалăх кашнин асĕнче яланлăха юлать. Мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те пурте ăшшăн кĕтсе илнĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хăнăхтарнă, обществăра хăйне тытма вĕрентнĕ ача садне, чун-чĕререн ачасене юратнă воспитательсене манмаççĕ.

Акă, ноябрĕн 13-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ 2 çул тултарнине савăнăç-лă лару-тăрура паллă турĕç. Çуралнă кун учрежденишĕн - чăнахах та пысăк уяв. "Асамат кĕперĕ" садик çамрăк пулсассăн та унăн ĕçченĕсем ачасемшĕн юратупа савăнăçлă тавралăх, ачасен пурнăçне кăсăклă та информаципе тулли тăвассишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ, калаçу-уроксем йĕркелеççĕ. Кашни кунах ачасен тавракурăмне ỹстерес тĕллевпе юмахсем вуласа параççĕ. Воспитательсем пепкесен вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшнипе пĕрлех обществăлла ĕçе, конкурссемпе семинарсене, акцисене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ.

Уяв кунĕ садике кĕрсессĕнех кăмăл-туйăм çĕкленчĕ. Алăк умĕнчех Клепа клоун хăнасене савăнтарчĕ, салам сăмахĕсем çырма хистерĕ.

Воспитательсемпе ачасене, ашшĕ-амăшне паллă кунпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова та çитрĕç. Вĕсем коллектива ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕç, ăнăçу, малашне те инноваци технологийĕсемпе усă курса аталанма сунчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Унсăр пуçне ача садне Комсомольски районĕн энциклопедине парнелерĕç, "Самый пожаробезопасный объект образования Комсомольского района" районти конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннăшăн дипломпа саламларĕç.

Салам сăмахĕсем хыççăн пурне те ачасем юрă-кĕвĕпе, сăвăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç. Уйрăмах чăвашла лартнă сценка асăмра юлчĕ. Аслă ушкăна çỹрекенсем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç, хăнасем умĕнче çухалса каймарĕç.

Ача садне уявпа ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представителĕсем те саламларĕç. Воспитательсем вара вĕсене пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленишĕн тав турĕç.

Н.АРХИПОВА.