Кашни ача пултаруллă

Пĕчĕк ача мĕнле аталанасси нумай чух пи-рĕнтен, аслисенчен, килет. Ача пурнăçĕ çемьере пуçланать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем ачисен пултарулăхне аталантарма вăхăт тата вăй çитереççĕ пулсан, кĕтнĕ çитĕнỹсем пулаççех.

Районти "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ ĕçлеме пуçлани 2 çул çеç çитрĕ-ха. Çак кĕске вăхăтра уççăн калама пулать: музыка енчен аван аталанни куç умĕнчех.

Аслисем те хăйсен пепкисемпе пĕрле "музыка тĕнчинче" пулса курма пултараççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен мероприятисене хатĕрленме те хутшăнаççĕ: зала илемлетме, декораципе костюмсем хатĕрлеме, ачасен юррисене килте çирĕплетме... Аслисене кура пĕчĕк чунсенче те хавхалану ỹсет. Ачасем пĕтĕм кăмăлпа музыка занятийĕсене çỹреççĕ, уявсене тăрăшуллăн хатĕрленеççĕ, пĕчĕк сценкăсем калăпласа юлташĕсем умĕнче кăтартаççĕ. Музыка ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать: сăрлама, ỹкерме, декорацисем хатĕрлеме, тĕрлĕрен персонажсем шухăшласа кăларма, юрă сăмахĕсене астуса юлма, хусканусем урлă сывлăха çирĕплетме тата ытти те. Уççăнах калама пултаратпăр: кашни ача хăйне кура пултаруллă. Пирĕн, аслисен, тивĕçĕ - çавна вăхăтра курса аталанма условисем туса парасси, савăнăçра та, йывăрлăхра та вĕсене ăнланма пултарасси. Çавăн чухне çеç вара эпир çирĕппĕн калăпăр - тăрăшни сая каймарĕ.

О.ЕРЕМЕЕВА,

1-мĕш категориллĕ музыка ертỹçи.